Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑхӑрьял юманӗн ҫӗнӗ хунавӗ

(Николай Дворов (Шемексем) поэтӑн пултарулӑхӗ пирки шухӑшласа...)<<

Тӑхӑрьял ҫӗрӗ пирӗн халӑх культуринче чи хисеплӗ вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать. Тӑван чӗлхене, халӑх сӑмахлӑхне мӗн ачаран юратса ӳснӗ Г.Т.Тимофеев, Тӗрлемес чӑвашӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Элшел ятлӑ ялта учительте ӗҫлеме тытӑннӑ та ку таврари халӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑна мар, вӗсен юрри-кӗввипе, халапӗ-юмахӗпе те хытӑ интересленме пуҫланӑ; куллен-кун ҫулталӑк тӑршшӗпе тытса пыракан йӑла-йӗрке ун чунне йӑлтах ҫавӑрса илнӗ.
Тавах Турра, чӑвашӑн чӗрӗлӗх тымарӗ типсе-хӑрса ларман-ха. Тӑхӑрьял ҫӗрӗ те хӑйӗн сассине ҫухатман — И.Яковлев аслӑ вӗрентекенрен пуҫласа ҫак куна ҫитиччен тӑван сӑмах культурине чунтан хисеплесе ӑна аталантарас, ҫӳлерех ҫӗклес текенсем, ҫавӑншӑн вӑй хуракансем мӗн чухлӗн пулчӗҫ-ши? Сахал мар, йышлӑ вӗсем. Халӗ те хунав ярсах тӑрать Тӑхӑрьял юманӗ. Ҫав хунавсенчен пӗри — Николай Дворов поэт.
Николай Дворов сӑввисене эпӗ чӗрӗк ӗмӗр вулатӑп ӗнтӗ. Ҫавӑнпа поэт пултарулӑхне самаях лайӑх пӗлетӗп пулӗ тетӗп. Поэт шухӑшлавӗ, унӑн тавра курӑмӗ, чун-чӗрине мӗн витерсе те хӑват парса тӑни маншӑн паллӑ, уҫӑмлӑ та ҫывӑх. Тӑван тавралӑх илемӗпе киленсе ҫунатланать-и вӑл, ачалӑхӗпе яшлӑхне асаилнӗҫем пӗр кулянса, пӗр хавасланса каять-и е паянхи кун арпашӑвне курса пӑшӑрханать-и, е тата — шанчӑка ҫухатмасӑр — ҫутӑ ӗмӗчӗсене малашлӑха вӗҫтерет-и — маншӑн ку йӑлтах ӑнланмалла.
Тӑван ҫӗршыв, тӑван тавралӑх, тӑван ял-йыш, атте-анне, чечеклӗ ҫуркунне, шавлӑ туйсем — тӗрлӗ тӗспе, тӗрлӗ сасӑпа янӑраса тӑраҫҫӗ поэтӑн сӑвӑ йӗркисем. Хурлантараҫҫӗ те, хавхалантараҫҫӗ те. Ачалӑхран пуҫласа ҫак куна ҫити курни-илтни, тӳсни йӑлтах ӳкерӗнет поэт сӑввисенче. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен ҫулталӑк маларах ҫуралнӑскер, Николай Дворов вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи, ун хыҫҫӑнхи терт-нушана сахал мар курнӑ. Кӗнекесем вуласа мар, хӑй ӳчӗ-тирӗпе туйса асапланнӑ; халӑхӑн пӗр пӗчӗк ҫеҫ пӗрчи, вӑл та халӑх сывлакан сывлӑшпах сывланӑ; час-час ӑс-тӑнпа ӑнкарса мар пулин те, кулленхи пурнӑҫ пуслӑхӗ пуснипех вӑл ырӑпа усала, хурапа шурра пӗр-пӗринчен уйӑрма хӑнӑхса ӳснӗ. Ҫав вӑхӑт пирки «Манӑн яшлӑх» сӑвӑра питӗ витӗмлӗн те ӳкерчӗклӗн каланӑ:

Тӑла чӑлха та ҫӑпата
Ман урараччӗ яшлӑхра.
Йӑлт йӑлӑхтарчӗҫ тупата.
Мӗн тӑвӑн? Ку-ҫке ҫуклӑхран.

Элшел ялне ҫич ҫухрӑма
Виҫ ҫул ҫӳрерӗм ӑс пухма.
Ҫӗрле пулсан та хӑраман —
Юрне те ҫумӑрне пӑхман.

Хваттер таврашӗ шыраман,
Ҫавах уттарнӑ талпӑнса.
Мӗнле хура-шурра курман...
Шав пурӑнайнӑ йӑпанса...

Кама шухӑша ямӗҫ ҫак йӗркесем! Вӑрҫӑ вӑл — вӑхӑтсӑр вилӗм, телейсӗр ачалӑх, тӑлӑха юлнӑ арӑмсем, пулас мӑшӑрӗсене кӗтсе илеймен ҫамрӑк хӗр упраҫ, уксах-чӑлах, выҫлӑх, сӳннӗ ӗмӗтсем. Ҫак пулӑмсем ҫинчен чунне ыраттарса ҫырать поэт. Акӑ «Ветеран» сӑвва вуласан та эпир ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пуҫне хума та хатӗр паттӑра куратпӑр. Суранӗсем сураҫҫӗ унӑн, ҫапах та ҫут тӗнче илемӗ ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хушшинче пурӑнни ӑна пуҫ усма памасть. «Ветерансем юрлаҫҫӗ» сӑвӑра та патриотла туйӑм, тӑван ҫӗршыва чун-чӗререн парӑнса юратни ҫӑлкуҫ тапса тӑнӑ пекех тасан та ҫуттӑн курӑнмасть-и ҫак йӗркесенче:
...Мухтав та чыс сана, Тӑван ҫӗршывӑм,
Эс парнелерӗн ҫут телей пире.
Тавах чӗрҫӳ ҫинче ӳсен хӗр-ывӑл
Сыхла пӗлнишӗн канӑҫлӑ ире...

Ян! янратса ветерансем юрлаҫҫӗ,
Сана савса, ҫӗршывӑмҫӑм-анне.
Ӗмӗрлӗхех санпа пӗрле юлаҫҫӗ,
Кашни санра курать хӑй телейне.

Ҫапах та... Ҫапах та автора ку темӑна татах кӑшт анлӑлаттарас килет, мӗншӗн тесен юлашки ҫулсенче ветерансен пурнӑҫне пит хисепе хураҫҫӗ теме ҫук. Вӗсен ӳпкевлӗ сӑмахӗсене халӑх хушшинче те, хаҫат-журнал страницисем ҫинче те илтме-курма, вулама пулать.
Тӑван ҫӗршыв, тӑван тавралӑх илемӗ... Камӑн чунне хускатмӗҫ ҫак сӑмахсем. Ҫуралнӑ ялтан аякра пурӑннӑ чух, тӑван вырӑнсене курмасӑр вуншар ҫул ирттерсен чӗрене хӗссе илеҫҫӗ вӗсем. Кашни пӗчӗк ҫырми-ҫатри, вӑрманӗ-улӑхӗ, кӳллисемпе пӗвисем, ял урамӗсем, кӳршӗ-аршӑ (хӑшӗсем пурӑнаҫҫӗ-ха, теприсем тахҫанах ҫук) — ҫаксем пурте куҫ умӗнчех-ҫке.
Николай Дворов та чунӗ-чӗрипе ҫуралнӑ енпе ӗмӗрлӗх ҫыхӑннӑ. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелли те ҫук. «Пӑва», «Чӗрем туртать тӑван ене», «Ыраш пусси», «Ҫӗр-анне чӗнет», «Ҫӗршывӑм ҫӑмӑллӑн сывларӗ», «Ентеш сӑмахӗ», «Шанас килет», «Уй-хире!» тата ытти нумай-нумай сӑвӑра поэт тавралӑх илемне курса киленет ҫеҫ мар, вӑл шӑппӑн калаҫать ҫав-ҫав ялпа та ҫав-ҫав вӑрманпа, ҫав-ҫав хирпе те улӑхпа.
Манассӑм ҫук сана нихҫан, Пӑва,
Санпа ирттернӗ ырлӑх-хурлӑха.
Сана хывса хыватӑп ҫак сӑвва, 

— тет вӑл, сӑмахран, «Пӑва» сӑвӑра. Кайӑкӗ-кӗшӗкӗ, тӗрлӗ ӳсентӑран — ҫаксем пурте авторпа хӑйӗнпе калаҫаҫҫӗ. Ҫапла нихӑҫан сӳтӗлсе арпашӑнми, арканми пӗрлӗх тухса тӑрать: пӗр ҫын, ял-йыш, тӑван ҫӗршыв тата ҫутҫанталӑк. Поэт ҫак пӗрлӗхӗн хӑвачӗпе илемне, унӑн малашлӑхне курса-сиссе хавхаланать, вулакана ҫак пӗрлӗхе упрама, ҫирӗплетсех тӑма хистет.
Юратупа туслӑх теми те пысӑк вырӑн йышӑнать поэтӑн пултарулӑх ӗҫӗнче. Акӑ «Сукмак» кӗнекере «Юрату ыратӑвӗ» ярӑмах асаилер. Чӗрери ӑшӑ та ҫепӗҫ, ҫав вӑхӑтрах чикӗсӗр хӑватлӑ туйӑм туртать лирикӑллӑ героя чун савнийӗ патне. Анчах мӗнле майпа хӑюлӑх тупса, именнине ҫӗнтерсе калас тенӗ сӑмахсене калама пулать-ши? Мӗншӗн тата савнийӗ те ҫав сӑмахсене калама «пулӑшмасть»? Систерессе систерет-ха ӗнтӗ: ӑшӑ кулӑ та парнелет, хыҫран пыракан качча ҫул ҫинче те кӗтсе тӑрать. Майӗпен тарӑнрах та тарӑнрах ярса пырать юрату йывӑҫҫи тымарне, паркарах та паркарах сарать вӑл ҫулҫисене. Ӑсатнӑ хыҫҫӑн та пӗрне-пӗри ырӑ каҫ, ыр тӗлӗксем курма сунсан та хӗрӗ хӑйсен хапхи ҫумӗнче тата ҫуршар сехет тӑрать-ха. Савнисем иккӗшӗ те пӗр-пӗрин патне туртӑнаҫҫӗ, анчах хӑҫан ҫитӗ-ши пӗрлешес кун, телейлӗ те ҫутӑ, ӗмӗрлӗх асра юлакан самантсем... Ҫитетех ҫав кун, ҫитеҫҫех ҫав самантсем!
«Нушашӑнах тӗл пултӑм-ши сана» тенӗ ҫӗртех шалти сисӗм ырра шан-тарать те ӗнентерет, вара —
Чухларӑм: тупрӑм чунӑм савнине,
Ӑна хисеплӗп, савӑп ӗмӗр-ӗмӗр.
Вӑл маншӑн пулчӗ тин ҫеҫ пиҫнӗ ҫӗмӗрт,
Татам-и унӑн тутлӑ ҫырлине...

Юрату вутӗнче ҫунса нушаланнӑ чӗресем пӗрлешрӗҫ ӗнтӗ. Тӗнче те халӗ урӑх сӑнлӑ, унчченхинчен темиҫе хут та илемлӗ ӗнтӗ вӑл. Ахальтен тухмаҫҫӗ пуль ҫакӑн пек сӑмахсем:
Пӗчӗк ача пекех савӑнатӑп
Ҫумӑмра саван ҫемье пуртан...

Чӑнах та ӗнтӗ, юрату пирӗнтен кашнинех ҫунат хушса парать, вӑй-хал кӗртет, чуна ҫемҫетсе ырӑ кӑмӑллӑрах тӑвать, ҫынна хисеплеме, ҫут тӗнчене ӑнланса пурӑнма кунран кун вӗрентсе тӑрать.
Николай Дворов поэзийӗн тепӗр уйрӑмлӑхне те палӑртса хӑварас килет. Поэт паянхи халӑх пурнӑҫӗнчи тӗрлӗ пӑтӑрмаха курса тарӑхать. Чунтан сивлет вӑл ҫынсем пӗр-пӗринчен ютшӑнарах пурӑнма пуҫланине. Чӑнах та ӗнтӗ, ӗлӗкрех ял халӑхӗ кашни ӗҫе ушкӑнпа пуҫтарӑнса тухнӑ. Пӗрлешӳллӗ ӗҫ этем чунне питӗрӗнсе, хытса ларма паман — кашни килте, кашни ҫемьере хӑйӗн хуйхи-суйхи пулнӑ пулсан та, ушкӑнпа ӗҫленӗ чух ҫын кулма-шӳтлеме те хевте тупнӑ, харпӑр хӑй ӑшӗнчи йывӑрлӑха вӑхӑтлӑха та пулин манса кайнӑ. Пӗрлешӳллӗ ӗҫре туслӑх ҫирӗпленнӗ, коллективлӑ ӑс-тӑн вӑй пухнӑ. Халӗ вара, тем талккӑш хирте пӗртен-пӗр трактор е комбайн хуҫаланнӑ чух, ҫынсем килте час-часах пӗчченлӗхре лараҫҫӗ, майӗпен чӗмсӗрленсе пыраҫҫӗ, чуна уҫса калаҫас тени те хуллен сӗвӗрӗлет. Хытать ҫапла этем чунӗ.
Тӑван, мӗскер-ши пулчӗ халь пире?
Пачах ӗҫри тирпей ҫинчен манатпӑр.
Хиртех кӗтсе илеттӗмӗр ире —
Паян унта юлхавлӑн ҫеҫ утатпӑр, —

тет поэт «Сӳрӗклӗхе хирӗҫ» сӑвӑра. Сӳрӗклӗх, утса ҫӳренӗ чухне те ыйхӑллӑн курӑнни пурнӑҫри ҫутӑ идеалсене маннӑнах туйӑнать поэта, асаттесен, аттесен ӗҫне хисепе хуман пек туйӑнать. Килӗшмеллех ку чӑнлӑхпа. Поэт калашле,
Тен, чӑнах та вырӑна хумастпӑр
Макӑртан Раҫҫейӗн сассине?..

Ҫапла, нумай енлӗ Николай Дворов поэзийӗ. Малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлетӗрччӗ вӑл, ӑсталӑхне кунран кун ӳстерсе пытӑрччӗ, ҫамрӑк ӑрура юратупа илемлӗх туйӑмӗсем ҫураттартӑрччӗ, ҫынран ҪЫН тума пулӑштӑрччӗ. Тӑхӑрьял чӑвашӗсен ятне яланах чысра тыттӑрччӗ.
>>Юрий Айдаш
«Тӑван Атӑл», 2010, юпа>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-10-28 15:25:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7450 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем